Февралĕн 7-мĕшĕнче Мăн Явăш шкулĕнче «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурс иртрĕ. Конкурсăн тĕллевĕ чăваш чĕлхин илемне курма вĕрентесси, тăван чĕлхене юратма, хисеплеме вĕрентесси.
Конкурсра 3-11 класра вĕренекенсем тупăшрĕç. Вĕренекенсем хăйсен активлăхне кăтартрĕç. Уйрăмах çак ачасене палăртмалла: 6-мĕш класри Федорова В., Кошкин Э., 8-мĕш класри Бычкова А., Фомина Л., Кошкина Л., 9-мĕш класри Самаров Д., Никифорова М. тата ыттисем те. Вĕренекенсем конкурсри ребуссене, тупмалли юмахсене тата ытти тĕрлĕрен ыйтусене хаваслансах шĕкĕлчерĕç. Шансах тăратăп: çак конкурс хыççăн йывăртарах ыйтусен тупсăмне тупас, пĕлес тесе вĕренекенсем чăваш чĕлхи словарĕсене пĕрре мар уçса пăхĕç-ха.