Чăваш чĕлхине халалланă уяв концерчĕ.
Ака уйăхĕн 27- мĕшĕнче чăваш чĕлхине халалланă уяв концерчĕ иртрĕ. Концертра 2 – 10 – мĕш класра вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Уяв «Алран кайми аки-сухи» юрра итленинчен пуçланчĕ. Вĕренекенсем чăваш чĕлхине мухтакан тĕрлĕрен сăвă-юрă шăрантарчĕç, пĕчĕк сценкăсем лартса пачĕç. Уяв концерчĕ савăнăçлă иртрĕ.