Калинино салинчи культура керменĕнче Мǎн Явǎшра çуралса ÿснĕ Алексей Александрович Воробьев çуралнǎранпа 90 çул çитнине халалланǎ поэзи каçĕ иртрĕ. Кунта хǎнасем нумай пуçтарǎнчĕç. Шкул ачисем А. Воробьев çырнǎ сǎвǎсене илемлĕн вуларĕç, поэт сǎввисемпе çырнǎ юрǎсене шǎрантарчĕç, ташǎ ташларĕç.
Эпир те, Мǎн Явǎшра вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, çав поэзи каçĕнче хǎнара пултǎмǎр, хамǎр пултарулǎха кǎтартрǎмǎр. 4-мĕш класс вĕренекенĕсем чǎваш ташшипе савǎнтарчĕç, 6-мĕш класра вĕренекен Казакова Елена А. Воробьевǎн «Çǎкǎр» сǎввине, 7-мĕш класра вĕренекен Бычкова Анна «Ман Манифест» сǎввине, 8-мĕш класра вĕренекен Никифорова Маргарита «Кипенек» поэма сыпǎкне вуларĕç.
Поэзи каçне ирттерме Шупашкартан та хǎнасем килнĕ: Валерий Туркай, Порфирий Афанасьев писательсем. Вĕсем А. Воробьев сǎввисене вулакансене парне парса чысларĕç.
Поэзи каçĕ пуриншĕн те усǎллǎ, кǎмǎллǎ иртрĕ.