Манан анне чи илемли, чи хитри

 6-мĕш класра «Манăн анне чи илемли, чи хитри…» темăпа класс сехечĕ иртрĕ. Класс сехетне вăйă мелĕпе  ирттертĕмĕр. Ачасем вăййа активлă хутшăнчĕç.

6-мĕш класра вĕренекенсем хăйсен амăшĕсене хисеплесе чуна ăшăтакан сăмахсемпе усă курса кĕске сочиненисем çырчĕç. Класс сехетĕнче ачасем аннесене халалласа юрăсем, сăвăсем шăрантарчĕç. Аннесем çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене те туххăмрах шыраса тупма пултарчĕç.