В путь!

Çула тухар!

 

Ю. Сементер хăйлавĕ тăрăх йĕркеленĕ çÿрев урокĕ.

 

Тĕллевсем: Атăл хĕрринче вырнаçнă пысăк хуласемпе паллаштарасси; ачасен илемлĕ те палăртуллă вулас хăнăхăвне аталантарасси; тăван çĕршыв историйĕпе интереслентересси.

 

Ку урока хатĕрленме ачасене явăçтартăм. Вĕсем открыткăсем, фотосем, хуласем çинчен чăвашла та, вырăсла та хăйлавсем тупма пултарчĕç. Хăш хула çинчен кам ытларах материал тупма пултарнă- вăл хула экскурсовочĕ пулса тăнă. Сăвăсемпе ачасем урокченех, килте, тĕплĕн паллашрĕç, илемлĕвулама  вĕренчĕç. Сăвăсемпе конкурслă вулав та йĕркелерĕмĕр. Класри ачасен аталанăвне кура темăна икĕ урок тăршшĕнче уçса пама  тăрăшрăмăр.