Чǎваш чĕлхи эрни пуçланчĕ.

Ака уйǎхĕн 22-мĕшĕнче чǎваш чĕлхи эрни пуçланчĕ.  Çак кун 9-мĕшпе 11-мĕш класс ачисен хушшинче «Ухсай Яккǎвĕн пултарулǎхне эсир пĕлетĕр-и?» ятлǎ викторина иртрĕ. Ǎна эпир Ухсай Яккǎвĕ çуралнǎранпа 100 çул çитнине халалларǎмǎр. Ачасем ыйтусем çине хуравланǎ май поэт пултарулǎхĕ çинчен нумай çĕнни пĕлме пултарчĕç, çавǎн пекех хǎйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслерĕç.